Тӗп тӗллев - ҫынсене хӑйсен сывлӑхӗпе ытларах кӑсӑклантарасси

Ятарлӑ ҫар операцинче хутшӑнакансене шӑл протезӗ тума 50 пин тенкӗ таран компенсаци парӗҫ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӑн министерствин коллеги ларӑвӗнче пӗлтерчӗҫ. 

Пӗлтӗр сывлӑх сыхлавне аталантарма республикӑра 38 миллиард тенкӗ тӑккаланӑ, пӗлтерчӗ ведомства ертӳҫи Лариса Тарасова. Уйрӑмах поликлиникӑсемпе амбулаторисене тата фельдшерпа акушер пункчӗсене тимлӗх уйӑрнӑ: киввисене хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ. 

Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенчен ФАПсем уҫӑлнӑ. Пурӗ Чӑваш Енре 40 ытла сиплев объектне ҫӗнетнӗ. Сиплев учрежденийӗсене хальхи йышши медицина хӑтӗрӗсемпе тивӗҫтересси те - тӗп вырӑнта. 2025-мӗш ҫулта 2 пин ытла тӗрлӗ аппарат туяннӑ. Шупашкар округӗнче те сывлӑха тӗрӗслемелли майсене анлӑлатнӑ. 

Ҫапах та чылай ҫӗрте кадр йытӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Специалистсене сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне явӑҫтарас тӗллевпе пӗлтӗр 270 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ, 132 тухтӑра ӗҫе илнӗ. Чӑваш Енре ятарлӑ центрсемпе уйрӑмсем хута ярасси те ырӑ йӑлана кӗнӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкар больници ҫумӗнче реабилитаци уйӑрмӗ уҫӑлнӑ. Канаш тӑрӑхӗнче - сывлӑх центрӗ. Кӑҫал та ҫак енпе хастар ӗҫлеме тӗллев лартнӑ. 

Медицина пулӑшӑвне халӑха ҫывӑхрах тӑвас тесе чылай ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗлтӗр 900 пин ытла ҫын профилактика тӗрӗслевӗпе диспансеризаци тухнӑ. Сывлӑхне тӗрӗслес текенсене халӗ канмалли кунсенче те йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти 2 поликлиника шӑматкун та, вырасарникун та ӗҫлет. "Сывлӑх патне утӑм" проекта вара федераци шайӗнче пысӑк хак панӑ. Республикӑра пурӑнакансене те вӑл килӗшнӗ. Педиаторсемпе терапевтсен, офтальмологсемпе неврологсен тата ытти специалистсен сӗнӳ-канашне малашне те куҫса ҫӳрекен пунктсенче илме пулӗ. Ырӑ пуҫарӑва тӑсса ҫынсене хӑйсен сывлӑхӗпе ытларах кӑсӑклантарасшӑн яваплӑ ведомствӑра. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов