Тӗп хулари иккӗмӗш клиника больници тӗплӗ юсав хыҫҫӑн алӑкне уҫрӗ

Ку вӑл пациентсемпе тухтӑрсемшӗн ахаль те пысӑк парне. Ҫак пулӑм ячӗпе сиплев учрежденине ҫитнӗ хӑнасем те пушӑ алӑпа килмен. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тухтӑрсене кучченеҫсемпе хавхалантарчӗҫ.

Строительсем больницӑра ҫур ҫул тӑрӑшнӑ. Медицина учреждение тултан та, шалтан та ҫӗнетнӗ. Ҫутӑпа электричество, вентиляци тытӑмӗсене улӑштарнӑ, шыв кӗртнӗ. Халӗ кашни пӳлӗмре ҫутӑ та хӑтлӑ, вӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Иккӗмӗш клиника больницине "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Вӑл уҫӑласса Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Юсав вӑхӑтӗнче вӗсен тӗп поликлиникӑна ҫӳреме тивнӗ. Ку, паллах, чӑрмавлӑ пулнӑ, черетсем йӗркеленнӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫак йывӑрлӑхсем хыҫа юлӗҫ, тет Елена Майорова тӗп врач.

Диана Иванова, Игорь Ульянов