Тӗп хулари 1-мӗш клиника больници ҫӗнӗ медицина хатӗрӗсемпе пуянланнӑ

Ҫакӑ ытларах пациента йышӑнма тата вӗсене паха пулӑшупа тивӗҫтерме май парӗ. 

Ку больницӑра чирлисене талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Кунсерен 250 яхӑн пациента илсе килеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫемӗш пайӗ - суранланнисем. Йышӑну уйрӑмне икӗ ҫӗнӗ рентген аппарачӗ вырнаҫтарнипе кунта килекенсен шучӗ те ӳсӗ. Халӗ пациентсен сывлӑхне тӗпчеме чылай сахалрах вӑхӑт каять. Кунта тӑрӑшакансем те ҫӗнӗ хатӗрсен ҫӑмӑллӑхне туйса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. 

Йышӑну уйрӑмӗнче ҫавӑн пекех компьютер томографӗ вырнаҫтарнӑ, пӳлӗмсене юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ йышши техника онкологи тата чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать. 

Хулари 1-мӗш клиника больницине пӗлтӗрпе кӑҫал пурӗ 5 ҫӗнӗ медицина техники илсе килнӗ. Тепӗр 2 рентгенпа диагностика комплексне 1-мӗш поликлиникӑра вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе усӑ курса кунне 240 ытла ӳкерчӗк тӑваҫҫӗ. Пурӗ вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 28 пин тӗрӗслев тума ӗлкӗрнӗ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова