Тӑвайккинчен - больницӑна

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче республикӑри клиника больницине 450 яхӑн ача пулӑшу ыйтса килнӗ. Урамри пӑтӑрмахсенчен кашни 3-мӗшӗ тюбингпа ярӑннӑ чухне пулнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 64 ача стационара лекнӗ. Пурте вӗсем ятарласа йӗркелемен вырӑнта тюбингпа ярӑннӑ. Инкеке лекессе никам та шутламан. Ҫак хатӗрпе тӑвайккинчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа шуса аннӑ чухне йывӑр суранланма пулать. Час-часах ачасем йывӑҫ-тӗм, ытти чӑрмав ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Ҫурӑм шӑммине хуҫма та пулать. Ун пек чухне ачасем 2 - 3 уйӑх гипс корсечӗпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫур ҫуллӑха вӗсене физкультурӑран хӑтараҫҫӗ. Реабилитаци тапхӑрӗ ҫулталӑка яхӑн тӑсӑлать. 

 

Алёна Артёмкина, Вадим Владимиров