Амбулаторине уҫма халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Ҫӗнӗ Тренкасси ялӗ пысӑк. Кунти тухтӑрсем 2 пин ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Унччен пациентсене ача сачӗн ҫуртӗнче йышӑннӑ. Сиплев пӳлӗмӗсем 2-мӗш хутра вырнаҫнипе ватӗсене картлашкапа хӑпарма кансӗр пулнӑ. Ҫӗнӗ амбулаторире ҫак саманта шута илсе пандус вырнаҫтарнӑ. Япӑх куракансем пирки те манман - ҫурта ятарлӑ паллӑсемпе тивӗҫтернӗ. Ял халӑхӗ кӑсӑклансах пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Медицина учрежденине кӗске вӑхӑтра туса лартнӑ. Пӗлтӗрхи ҫуркунне ӗҫе пуҫӑннӑ, хӗлле вара пӗрремӗш пациентсене кӗтсе илнӗ. Тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен терапевтпа педиатор йышӑнаҫҫӗ. Акушер-гинеколог, кардиолог тата невролог вара графикпе килсе ҫӳреҫҫӗ. Чи кӑсӑкли - анализсем та кунтах пама пулать. Ҫак ҫӗнӗлӗхе Шупашкар тӑрӑхӗнче хастар аталантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ амбулатори ҫурчӗ - 200 тӑваткал метр. Ҫитес вӑхӑтра кунта эмел сутмалли киоска та уҫма палӑртаҫҫӗ. Шӑл сиплеме те инҫе каймалла мар. Стоматолог пӳлӗмне шкулта йӗркелесшӗн. Медицина пулӑшӑвне халӑха ҫывӑхрах тӑвасси - "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ. Сӑмах май, кӑҫал Тутаркассинчи больницӑна та улшӑнусем кӗтеҫҫӗ - унта тӗплӗ юсав пуҫланать. Вӑл Ҫӗнӗ Тренкассинчен 10 ытла ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Апла пулсан ял ҫыннисем валли стационарта та сипленмелли майсем лайӑхланӗҫ.
Вероника Павлова, Виктор Степанов