Сывлӑха тӗрӗслеттермелли майсем ытларах пулӗҫ 

Шупашкарта ҫӗнӗ 2 медицина центрӗ уҫрӗҫ. Пӗринче эндоскопи тӗпчевӗсем ирттереҫҫӗ, тепринче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иккӗшӗ те Ленин проспектӗнчи 2-мӗш поликлиникӑра вырнаҫнӑ. 

Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ватлӑх ҫывхарни ҫын ӳсӗмри улшӑнусене туйма пуҫличчен 10, 20 ҫул маларах та сисӗнме пуҫлать. Чи кирли - ҫакна самай маларах тимлӗх уйӑрни. Вӑрӑм та сывӑ пурнӑҫ центрӗн специалисчӗсем ҫын вӑй-хӑватне, пурӑнас майӗсене тӗрлӗ енлӗн хак параҫҫӗ. Шӑмӑ сыпписен ҫирӗплӗхӗнчен ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗ таранах. Тӗплӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн сывлӑх паспорчӗ уҫаҫҫӗ, сӗнӳ-канаш параҫҫӗ. Центра ватӑ ҫынсем кӑна мар, ҫамрӑксем те пыма пултараҫҫӗ.

Терапевт сӗннипе те, ахаль тӗрӗсленме те. Эндоскопи центрӗнче вара ӑш-чикри апат ирӗлтерекен тытӑм дигностикине ирттерме пуҫланӑ. Тӗрлӗ меслетпе пыршӑлӑха, вар-хырӑма пӑхаҫҫӗ. Тухтӑр тӗллевӗ - чир аталанма пуҫланине тупса палӑртасси кӑна мар, онкологи умӗнхи улшӑнусене малтанхи тапхӑрта асӑрхасси. Хальхи йышши оборудованипе кунне 50, ҫулталӑкне 12 пин тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Святослав Петров