Сывлӑха хӳтӗлеме - суту-илӳ центрне

Шупашкарти пӗр суту-илӳ центрӗнче коронавирусран прививка тумалли медицина пӳлӗмӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш кунне вакцинацие халӑх йышлӑ килнӗ.

Ятарлӑ пӳлӗм "Каскад" суту-илӳ центрӗн 1-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Кунта коронавирусран вакцина тӑвас кӑмӑллисем черетленсех тӑраҫҫӗ - 50 ҫын ытла. Прививка тутарма килнисен сывлӑхне малтан терапевт тӗреслет. Пациентӑн ятарлӑ анкетӑри ыйтусене хуравламалла, унӑн шала кайнӑ чир пулмалла мар. Коронавирусран хӳтеленес текенсем хушшинче ытларах ҫулланнӑ ҫынсем. Прививка тумалли пункт кунта вырсарникунччен - нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшчен ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта 400-500 ҫын сывлӑхне хӳтӗлеме палӑртаҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев