Сывлӑха ҫулталӑк таран сыхлать

Грипа хирӗҫ республикӑра прививка тума пуҫланӑ. Чи малтанах ача сачӗсене ҫӳрекенсене, шкулта вӗренекенсене тата аслӑ ӑрурисене вакцинацилеҫҫӗ.

Профилактика прививкисен наци календарӗпе килӗшӳллӗн, 6 уйӑхран аслӑрах ачасене грипран вакцинацилеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе кашни хӑй кӑмӑлӗпе хутшӑнать. Процедурӑна ирттерме ирӗк паракан ятарлӑ документ пӗчӗккисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусать. Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килсе ҫитнӗ те ӗнтӗ. Палӑртмалла, ку эмеле хамӑр ҫӗршывра туса кӑлараҫҫӗ. Ӑна аслисем те, пӗчӗккисем те ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Ачасене поликлиникӑсенче кӑна мар, вӗренӳ учрежденийӗсенче те маларах палӑртнӑ графикпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вакцинацилеҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Никита Углев