Суйлав комиссийӗнче ӗҫлекенсем коронавирусран хӳтӗленеҫҫӗ

Прививкӑна халӗ кашни кӑмӑл тӑвакан тутарма пултарать. Тухтӑрсем ҫынсене поликлиникӑра та, куҫса ҫӳрекен пунктсенче те йышӑнаҫҫӗ.

Геннадий Васильев - Красноармейскинчи суйлав комиссийӗн пайташӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче регионта Патшалӑх Думин тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ҫӗнӗ йышне палӑртӗҫ. "Ҫак вӑхӑтра нумай ҫынпа хутшӑнма тивӗ, ҫавӑнпа коронавирусран прививка тутарма васкарӑм", - тет Геннадий Иванович. Суйлав комиссийӗн секретарӗ Елена Павлова та ӗҫтешӗсенчен юлас темерӗ - прививка тутарма район больницине ҫитрӗ.

 


Диана Иванова, Виктор Степанов