Специалистсем пуплевре кӑлтӑксем пур ачасен йышӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ

Шупашкарта кӑна пин ытла пепке ятарлӑ учрежденисене ҫӳрет. Унсӑр пуҫне 93 ача сатӗнче 107 логопед ӗҫлет.

Шупашкарти 165-мӗш ача сатӗнче пурӗ 14 ушкӑн, вӗсенчен 5-шӗ калаҫура кӑлтӑксем пуррисем валли. Пепкесемпе харӑсах 5 логопед ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗ кӑҫал кӑна килнӗ. 18 ҫул кунта тӑрӑшакан Наталья Павлова лару-тӑру ҫивӗчленнине ачасем ытларах телефонра, компьютер умӗнче ларнипе, аслисемпе сайра калаҫнипе ӑнлантарать. Ытти сӑлтавсем те пур, паллах. Логопедсем ачасен ҫитменлӗхӗсене майӗпен сирме тӑрӑшаҫҫӗ. Пурин те пӗрешкел пулмасть - кама пӗр ҫулталӑк кирлӗ, кам ятарлӑ ушкӑна 3 ҫул таран ҫӳрет. 


Надежда Александрова, Виолетта Александрова