Симӗс калча хумханать

Республикӑра ҫураки вӗҫленнӗ тесен те юрать. Халӗ муниципалитетсенче уйсене ятарлӑ комиссисем хаклаҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче те ҫак кунсенче пысӑк ушкӑн ӗҫлерӗ. 

Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ушкӑнра территори уйрӑмӗсен, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агропромышленность комплексӗн ветеранӗсем. Специалистсем пурӗ 20 ытла хуҫалӑх хирӗсене ҫитсе ҫуракине мӗнле пурнӑҫланине пахаларӗҫ. 

Кӑҫал Патӑрьел тӑрӑхӗнче тыр пул анисем 36 пин гектара яхӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӑл шутра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 16 пин гектар акнӑ. Хуҫалӑхсем ҫулсерен аталанса пыма, ҫӗнӗ культурӑсене тимлӗх уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. 

"Исток" агрофирма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чи пысӑк тата тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Кунта специалистсем куккурус тата ҫурхи урпа мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслерӗҫ. 

Хальхи вӑхӑтра муниципалитетра выльӑх апачӗ хатӗрлеме пуҫланӑ, ҫавӑн пекех шӑтса тухнӑ культурӑсене ҫум курӑкран тасатаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑран им-ҫамлаҫҫӗ. 

Ҫурхи ака-суха ӗҫне вӑхӑтра тата паха пурнӑҫланӑ чи лайӑх хуҫалӑхсене, уйрӑм ӗҫченсене вара ыран Патӑрьел тӑрӑхӗнче иртекекен Акатуй-Сабантуй уявӗнче чыслаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов