Сиенлӗ йӑларан хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ

Паян пӗтӗм тӗнчери чӗлӗм туртассине хирӗҫ кӗрешмелли кун. Ӑна кашни ҫулах чӳк уйӑхӗн 3-мӗш кӗҫнерникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре те ҫак кун тӗрлӗ акцисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. 

Шупашкар урамӗсенче паян иртенпех волонтер-медиксем ӗҫлеҫҫӗ. Транспорт чарӑнӑвӗсенче иртен-ҫӳренпе табак сӗрӗмӗн сиенӗ пирки калаҫусем ирттереҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентекен ятарлӑ хутсем валеҫеҫҫӗ. Чӑваш Енре 2009 ҫултанпа "Чӗлӗм туртма чарӑн" ятпа тӗллевлӗ программа ӗҫлет. Вӑл харӑсах Шупашкарти 4 больницӑра пурнӑҫланать. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин