Шупашкарти тӗп больницӑн картишне кӑҫал асфальт сарӗҫ

Кунти лаптӑка тахҫанах юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Лакӑм-тӗкӗмлӗскер иртен-ҫӳрене те, чирлисене те кансӗрлет.

Юсав валли тинех укҫа уйӑрнӑ - 10 миллион ытла тенкӗ.  Строительсем ҫывӑх вӑхӑтрах ӗҫе пикенӗҫ. Ку укҫапа асфальт сарасшӑн, бардюрсене улӑштарасшӑн тата картлашкасене ҫӗнетесшӗн. Кӗрсе тухнӑ ҫӗрте вара хапха тата шлагбаум  лартӗҫ. Ҫапла майпа больница таврашӗнче йӗрке пуласса шанаҫҫӗ.

Надежда Александрова, Никита Углев