Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче ҫынсем QR-код илме черет тӑраҫҫӗ

QR-код пулмасан пур ҫӗре те кӗме ҫук халӗ. Ӑна илес тесе халӑх ирех Шупашкарти нумай ĕç тăвакан центра килнӗ. 

Кьюар-кода пичетлесе кӑларма центра ытларах аслӑрах çулти çынсем ҫитнӗ. Нумайӑшӗ патшалӑх пулăшу ӗҫӗсен порталӗнче ҫырӑнман, хӑшӗ-пӗри хальхи йышши телефонсемпе усӑ курмасть. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров.