Шупашкарти медицина колледжӗнче волонтерсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама хӑнӑхтараҫҫӗ

Ку ӗҫ "Единая Россия" партин "Сывӑ пуласлӑх" проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Унта халӗ 11 ҫын пӗлӗвне ӳстерет. 

Медицина колледжне пуҫтарӑннисем малтанах теори пайне парти сайтӗнче ӑша хывнӑ. Халӗ пухнӑ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетеҫҫӗ. Волонтерсемпе колледжри ӑста преподавательсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене ҫавӑн пекех икӗ студент пулӑшса пырать. Ку хутӗнче заняти 4 сехет пычӗ. Пухӑннисем ӑнсӑртран сиксе тухма пултаракан пӑтӑрмахсене сӳтсе яврӗҫ. 

Ку акцие "Единая Россия" парти пуҫласа ирттерет. Ытларах, паллах, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ ҫӗре медик пулса хутшӑнас текенсене хатӗрлес тӗллевлӗ. Ҫапах та кашни кӑмӑл тӑвакана кунта хаваспах вӗрентӗҫ.

Проекта хутшӑнас тесен, малтанах парти сайтӗнче регистрациленсе теори пайне вӗренмелле. Ҫакна раштавӑн 17-мӗшчен тума пулать. Унтан практика тапхӑрӗ пулӗ. Пурӗ 18 сехетлӗх занятисем йӗркелӗҫ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин