Шупашкарти Кӑнтӑр посёлокӗнче юсав хыҫҫӑн сиплев ҫурчӗсем уҫӑлчӗҫ

Кӑнтӑр поселокӗнче тата Алькешре пурӑнакансем тинех тивӗҫлӗ медицина пулашӑвӗ илме пултарӗҫ.

Юсав ӗҫӗсене ирттерме республика бюджетӗнчен 40 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Халӗ тӗп хулари 1-мӗш клиника больницин 4-мӗш поликлиникинче 24 пин ытла ҫын медицина пулӑшӑвӗ илме пултарӗ. Икӗ офисра 12 участок терапевчӗ, 5 специалист ӗҫлет. Тӗп хулари ача-пӑча клиника больницин 1-мӗш поликлиникин филиалӗн сӑн-сӑпачӗ те тӗпрен улшӑнчӗ. Тухтӑрсем пурӗ 4200 ача сывлӑхне пӑхса тӑрӗҫ, 5 участокра йышӑнма хатӗр вӗсене. 

 


Надежда Александрова