Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗплӗ юсав хыҫҫӑн клиника центрӗ уҫӑлчӗ

Ӑна "Перекетлӗ поликлиника" проектпа ҫӗнетнӗ. Медицина учрежденине Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫитсе курчӗ.

Больница тул енчен те, шалтан та ҫӗнелнӗ. Юсава "Перекетлӗ поликлиника" проектпа туни тухтӑрсемпе пациентсемшӗн меллӗ. Сӑмахран, алӑкран кӗрсенех васкавлӑ пулӑшу кабинечӗ курӑнать. Чирленӗ е инкеке лекнӗ ҫыннӑн ӑна шыраса ҫӳремелле мар. Регистратурӑра телефонсем ҫук. Кунти специалистсем поликлиникӑна килнисемпе кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑравсем йышӑнаканан специалистсем урӑх вырӑнта лараҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Семен Антонов.