Шупашкарти Ҫурҫӗр клиники тулли хӑватпа ӗҫлеме хатӗрленет

Больницӑра ҫӗртме уйӑхӗнчен коронавируспа чирлекенсене сипленӗ. Халӗ стационар уйрӑмӗсене дезинфекцилеҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗнче Ҫурҫӗр клиникин инфекци корпусӗнче ковид-19па чирлекенсене йышӑнма пуҫланӑ. Вируспа нушаланакансене тухтӑрсем тӗплӗн тӗрӗслесе тӑнӑ, кирлӗ сиплевпе тивӗҫтернӗ. Аптракансен йышӗ ӳснине пула больницӑн 2 корпусне те йывӑр чирлекенсем валли уйӑрма тивнӗ. Сиплев учрежденине уҫас умӗн ӑна специалистсем тӗплӗн хатӗрлеҫҫӗ. Палатӑсене, процедура кабинечӗсемпе коридорсене хлор хутӑшӗпе дезинфекцилеҫҫӗ. Ҫак шӗвек сывлӑшри микробсемпе вируссене тӗп тӑвать. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин