Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче тӑрӑшакансен конкурсӗ иртрӗ

Хамӑр республикӑри районсенчен, ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан килнӗ ушкӑнсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. 

Вӑр-варлӑх, ӗҫ йӗркине пӗлни, професси шайӗ. Конкурса хутшӑнакансем тапхӑртан тапхӑра куҫнӑ май теори ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, хальхи йышши оборудованипе ӗҫлеме пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ, ятарлӑ фильмра йӑнӑшсем шырарӗҫ. Чи хумханулли вара опыта практикӑра кӑтартса парасси. Водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа авторалли тухса бригадӑна кирлӗ вырӑна илсе ҫитерет. Командӑсене пурне те кӑткӑс ӗҫ панӑ. Аварие лекнисем йывӑр аманнӑ имӗш. Тӳресем хушшинче Шупашкарти клиникӑсенчи реаниматологсем, хирургсем, кардиологсем. 2 куна пыракан ӑмӑртӑва Чӑваш Ене чи вӑйлӑ ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Медицинӑра тӑрӑшакансем - тӗрлӗ енлӗ ӑста ҫынсем. Пултарулӑх конкурсне те хавхаланса хутшӑнчӗҫ. 

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов