Шупашкарта Хулари 1-мӗш клиника больницин 3-мӗш поликлиники ӗҫлеме пуҫларӗ

Ӑна юсав ӗҫӗсем ирттерме хупнӑ пулнӑ.

Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ медицина учрежденине пӗлтӗр кӗркунне ҫӗнетме пуҫланӑ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев пулса курчӗ. Поликлиникӑра Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи Шумилов, Кадыков тата Ленинла комсомол урамӗсенчи, ҫав шутра "Кувшинка" микрорайонта пурӑнакан 20 пин ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. 

 


 Алёна Артёмкина, Вероника Павлова, Михаил Солин