Шупашкарӑн тӗп больницинче диспансеризаци тухма меллӗ майсем туса панӑ

Чире шала ямасӑр малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшакан мелсенчен пӗри-вӑхӑтра диспасеризаци тухни. Ку ӗҫе "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗ пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. 

Геннадий Дробинин 69 ҫулта, вӑл кашни ҫулах диспансеризаци тухать. Инфаркт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын хӑй сывлӑхне ытларах тимлӗх уйӑрма тӑрӑшать. Тухтӑрсем те Геннадий Ивановича хавхалантарсах тӑраҫҫӗ. Лидия Яндушкина та сывлӑх хӑйӗн аллинче пулнине манмасть.

Шупашкарти тӗп больницӑн поликлиникинче кӑҫал 60 пин ытла ҫын диспансеризаци тухнӑ. Ҫакна валли кунта меллӗ майсем туса панӑ. 

Тухтӑрсене юлашки ҫулсенче 18 ҫултан пуҫласа 49 ҫулчченхи ҫынсем хӑйсен сывлӑхне тимлӗх уйӑрма пуҫлани савӑнтарать. Ҫапах та хӗрарамсем арҫынсенчен ытларах диспансеризаци тухасси халӗ те сыхланса юлнӑ. Ҫынсем ытларах чухне больницӑра вӑхӑт нумай ирттересрен хӑранипе тата хӑйсене аван туйнипе тухтӑрсем патне килме васкамаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе медицина ӗҫченӗсем предприятисене те тухса ҫӳреҫҫӗ. Диспансеризацие ҫын сывлӑхне хак парас, вӑл е ку чире шала кайиччен тупса малтанхи тапхӑртах сиплеме пуҫлас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кашнин хӑйӗн сывлахӗшӗн тӑрӑшмалла. 

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров