Канаш районӗн тӗп больницин поликлиники 1954-мӗш ҫулта лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Малтан кунта райисполком пулнӑ, унтан тухтӑрсем тӗпленнӗ. Шалта тирпейлӗ, таса - больницӑра ҫапла пулмалла та. Анчах коридорсем хӗсӗк, лифт ҫук, кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли хуҫлатмалли пандус вырнаҫтарнӑ. Ирпе ҫын поликлиникӑра уйрӑмах йышлӑ. Медицина учрежденийӗ Канаш тӑрӑхӗнчи 35 пин ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрать.
Ҫӗнӗ поликлиникӑна кунта пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна стационар ҫурчӗпе юнашар ҫӗклеҫҫӗ. Ача-пӑча валли икӗ хутлӑ, ҫитӗннисем валли тӑватӑ хутлӑ корпус пулӗ. Кунта педиатр, терапевт, хирург тата ытти специалистсем йышӑнӗҫ, клиникӑпа диагностика лабораторийӗ, компьютер томографийӗн пӳлӗмӗ пулӗ. Поликлиникӑна стационар корпусӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫӗнӗ сиплев ҫуртне хута ярасса Канаш тарӑхӗнче пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ поликлиникӑна 2024-мӗш ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче туса пӗтермелле. Строительсем графикрен юлмаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта халӗ ҫамрӑк специалистсене те кӗтеҫҫӗ.
Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Михаил Солин