"Лада-Гранта" автомашинсемпе усӑ курма ансат пулнине палӑртаҫҫӗ водительсем. Шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсене те вӗсемпе парӑнтарма пулать. Шӑпах ялсенче усӑ курмалли техника!
Санитари машинисемпе тухтӑрсем аякри ялсене тухса ҫурӗҫ, вырӑнпа выртакансемпе ватӑсем патне ҫитӗҫ. Кирлӗ пулсан чирлисене больницӑна илсе кайӗҫ. Техникӑна ҫакна валли кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Кунта ятарлӑ наҫилкка пур. Транспорта ҫынна выртарса кирлӗ ҫӗре ҫитерме пулать. Красноармейски тӑрӑхӗнче сахал ҫын пурӑнакан пӗчӗк ял чылай. Ҫавӑнпа тӑрук аптраса ӳкнисем патне ҫитме ҫак машинсем питӗ меллӗ пулнине пӗлтерчӗ Васкавлӑ пулӑшу больницин Красноармейскинчи филиалӗн ертӳҫи Майя Григорьева.
Елчӗксене хальхинче икӗ транспортпа тивӗҫтерчӗҫ. Сӑмах май, Елчӗк тӑрӑхӗнчи медицина учрежденисен техника паркӗ иртнӗ ҫулсенче самай ҫӗнелнӗ. Иртне 3 ҫулта "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килешӳллӗн республикӑри медицина организацискене 134 санитари машинипе тивӗҫтернӗ. Весем ялан ӗҫре - техникапа куллен усӑ кураҫҫӗ.
Алена Артемкина, Татьяна Иванова, Андрей Шоклев