Республикӑри участокри тухтӑрсене - ҫӑмӑллӑх

Чӑваш Ене «Ларгус» тата «Нива» йышши машинсем кӳрсе килнӗ.

Поликлиникӑри врачсен ӗҫӗ хальхи вӑхӑтра темиҫе хут ӳснӗ. Пӗлтӗртенпе аслӑ ӑрурисен питех тухма юраманнине кура терапевтсем чирлисем патне хӑйсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра машинсем ҫитменнине туйса илнӗ те. Республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫапа автомобильсем туяннӑ. Халӗ вӗсемпе медицина ӗҫченӗсене кунсерен кирлӗ ҫӗре ҫитеҫҫӗ. Вӑрнар район больницине, сӑмахран, 3 машин панӑ. Ӳт температури хӑпарнисем патне, коронавирусран килте сипленекенсене эмел леҫме ҫула тухаҫҫӗ машинсемпе. Участокри терапевтсем пӗр ялта пурӑнакан темиҫе ҫын патне те ҫитеҫҫӗ, сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлеҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов