Етӗрне районӗнчи Кӗҫӗн Хӑмарккара 100-е яхӑн ҫын пурӑнать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ - ватӑсем. Ялта медицина пункчӗ ҫук, ҫавӑнпа кунти ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслеме ятарлӑ медицина автобусӗ ҫитрӗ. Унта пациентсене кӳршӗ ялти фельдшер Полина Захарова йышӑнчӗ. Фельдшер кунта пурӑнакансене пурне те паллать, кам мӗнпе чирленине пӗлет. Енчен те диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрӗнче пациентӑн сывлӑхӗнче улшӑну тупса палӑртсан, ӑна тӗплӗ тӗрӗслев тухма Етӗрнери район больницине яраҫҫӗ. Поликлиникӑра час-часах Шупашкартан килнӗ тухтӑрсем йышӑнаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров