Предприяти медпунктӗнче ир-ирех черет. "Ятарлӑ бригада хамӑр пата килнипе усӑ курса прививка тутарас терӗм. Ҫак тарана ҫитсе коронавирус аптӑратмарӗ, апла пулин те сыхланни ытлашши пулмӗ", - каласа парать пирвайхисен йышӗнчи Петр Андриянов. Пандеми вӑхӑтӗнче предприятире ӗҫлекенсем темиҫе хутчен те вакцинациленнӗ. Ҫапла майпа троллейбус управленийӗнче тӑрӑшакансен 99 проценчӗ чиртен хӳтӗленнӗ. Хальхинче те чылайӑшӗ коронавирусӑн ҫӗнӗ хумӗнчен сыхланасшӑн. Ертӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ коллективри иммунитета та, ҫемье сывлӑхне те упрама май парать. Малтанхи кун медпункта 40-ӗн ҫитрӗҫ.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров