Республикӑри кардиологи диспансерӗнчи тухтӑрсем пулӑҫӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ

Арҫын хӑйне Шомик тӑрӑхӗнчи Атӑл варринче кимӗре вӑлтапа ларнӑ чухне япӑх туйма пуҫланӑ. Унӑн миокард инфаркчӗ пуҫланнӑ. Ыратнине пӑхмасӑрах вӑл ҫыран хӗррине ишсе тухнӑ, хатӗрсене пуҫтарнӑ та машинне тапратса килне ҫитнӗ. Ун хыҫҫӑн тин ӑна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе кардиодиспансера илсе кайнӑ.

Халӗ Леонтий Антонов хӑйне аван туять. Тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра операци туса пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Инкеке лекнӗ куна вара арҫын нихӑҫан та манса каймӗ. Ӑна вӑл халӗ хӑрушӑ тӗлӗк пек аса илет. 

Инфарктпа аптраса ӳкнисене халӗ ятарлӑ рентген-аппаратпа усӑ курса ӳте ытлашши касмасӑрах операци тӑваҫҫӗ. Процедура 10 минута яхӑн ҫеҫ тӑсӑлать. Ҫавна май Леонтий Антоновӑн чӗрине ӗҫлеттерекен ятарлӑ стент ҫирӗплетсе юна ҫӳрекен тунӑ. 

Ҫакӑн йышши операцине хӑвӑрт та кӗске вӑхӑтра тума ҫӗнӗ йышши оборудовани май парать. Ӑна кунта наци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Ҫакӑн пекех хатӗр Республика больницинче те пур. Пӗлтӗр вӗсемпе усӑ курса 2 пин ҫурӑ ытла операци тунӑ. Пин ытла ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. 

Тухтӑрсем чӗрене ҫамрӑкран упрама сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑнта тӗрӗс апатланни, физкультурӑпа туслӑ пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Леонтий Антонов вара малашне пулла пӗччен каймӗ тата сывлӑхне ҫирӗплетекен эмел ӗҫсе тӑрӗ. 

Оксана Верликова, Татьяна Иванова, Димитрий Макаров