Республикӑри инкеклӗ медицина тата васкавлӑ пулӑшу центрӗн ӗҫ-хӗлне пулас тухтӑрсене явӑҫтарнӑ

Паллӑ ӗнтӗ, хальхи каткӑс лару-тӑрура сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансене ҫӑмӑл мар, алӑсем те ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекенсен пулӑшӑвӗ питӗ вырӑнлӑ. Вӗсем колл-центрта шӑнкӑравсем йышӑнаҫҫӗ. 

Ирина Арсентьева медицина колледжӗнче 4-мӗш курсра вӗренет. Республикӑри васкавлӑ пулӑшу центрӗнче операторсем кирлине пӗлсен хӗр хаваспах унта ӗҫлеме килӗшнӗ. Вӑл аслӑ ӗҫтешӗсене унччен те пулӑшнӑ. Телефонсем кунта пӗр чарӑнмасӑр шӑнкӑравлаҫҫӗ тесен те юрать. Ҫынсене тӗрлӗ ыйту пӑшӑрхантарть: врача киле мӗнле чӗнмелле, анализсем ӑҫта памалла тата ытти те. Операторсем кашнине туллин хуравлаҫҫӗ. Енчен те малтан талӑкне вӑтамран 100 шӑнкӑрав пулнӑ пулсан, халӗ - 400-ре яхӑн, терӗ васкавлӑ пулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Сергей Долгов. Студентсем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ: пӗрисем ирхи 8-тан пуҫласа 14 сехетччен, теприсем 14 сехетрен - 20 сехетччен. Ҫитес вӑхӑтра колл-центр ӗҫне тата Чӑваш патшалӑх университечӗн 40 студентне явӑҫтармалла. 

Диана Иванова, Михаил Солин