Республикӑри ӑста тухтӑрсенчен вӗренме май пур

Республикӑри больницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ ҫамрӑк тухтӑрсене ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пилотлӑ проект пуҫарнӑ. Унта Патӑрьел район больници те хастар хутшӑнать. 

Республикӑри паллӑ хирургсем ӗҫе нумай пулмасть кӳлӗннӗ ҫамрӑк тухтӑрсене сӗнӳ-канашпа ҫеҫ мар, практикӑра та вӗрентсе пыраҫҫӗ. Патӑрьел тӗп больницине Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тӗп хирургӗ Антон Олигер тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинчи 2-мӗш хирурги уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Анюров шефа илнӗ. Пациентсен сывлӑхне тӗплӗ тӗрӗслеме больницӑра ятарлӑ хатӗрсем ҫителӗклӗ. Пӗлтӗр наци проекчӗ пулӑшнипе компьютер томографӗпе УЗИ тумалли аппарат туяннӑ. Вӗсем тухтӑрсен ӗҫне самай ҫӑмӑллатаҫҫӗ. 

Хальхинче Шупашкарти хирургсем лапароскопи мелӗпе сиплес енӗпе вырӑнти тухтӑрсене ӑсталӑх-урокӗ пачӗҫ. Ку технологи скальпельпе усӑ курмасӑр операци тума май парать. Мӗн пулса иртни йӑлтах монитор ҫинче курӑнать. Пациент та кун пек операци хыҫҫӑн хӑвӑртрах ура ҫине тӑрать. Андрей Кириллов Патӑрьел больницине "Земство тухтӑрӗ" программӑпа вырнаҫнӑ. Ку ӗҫре нумаях мар пулин те, хӑйӗн яваплӑхне лайӑх ӑнланать. Вӗрентекенсен сӗнӳ-канашне пӗтӗмпех ӑша хывать.

Маларах йывӑртарах операцисене тума пациентсене Шупашкара ӑсатнӑ пулсан, халӗ район больницинчех пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫакӑншӑн патӑрьелсем уйрӑмах хӗпӗртеҫҫӗ. 

Патӑрьел больницинче кадрсем ҫитменнине "Земство тухтӑрӗ" программа пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӗллевлӗ майпа 20 ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илет. Вӗсенчен 6-шӗ - ординатурӑра. Вӗсене алла диплом илнӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхри сиплев учрежденинче кӗтеҫҫӗ. 

Паха медицина пулӑшӑвне инҫете каймасӑр, вырӑнтах илме майсем туса пани сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ аталаннине сӑнлакан пулӑмсенчен пӗри. Ку енӗпе кураторсен проекчӗн пӗлтерӗшӗ те пысӑк. 

 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов