Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшре пурӑнакан Зоя Терентьева юн пусӑмӗ ӳснипе, чӗри ыратнипе, сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрама пуҫланӑ. Анчах ҫурхи ӗҫсен кун йӗркинче ял ҫыннин чир валли пӗр вӑхӑт та ҫук. Ҫавӑнпа Зоя Николаевна ҫийӗнчех ялти фельдшер патне ҫитнӗ. Хальхинче фельдшер хӗрарӑма Канаш район больницинчи кардиологпа канашласа пӑхма сӗнчӗ. Тӗлпулу телемедицина меслечӗпе иртрӗ. Тухтӑр анализсем парса, кардиограмма ӳкерсе ярса пама хушрӗ. Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене кӗтсе илмесӗрех сиплеве кӑшт улшӑнусем кӗртрӗ. Республикӑри сывлӑх сыхлавӗнче телемедицина консультацийӗн виҫӗ шайлӑ системи ӗҫлет. Мӗн-пур медицина учрежденийӗпе медпунктсем пӗрлехи цифра ҫыхӑнӑвӗнче. Чирли ялти тухтӑртан та, Шупашкарти клиникӑсенчи специалистсенчен те сӗнӳ-канаш ыйтма пултарать.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Димитрий Макаров