Республикӑра шӑнса пӑсӑлнисен йышӗ ӳснӗ

Юлашки икӗ эрнере вирус инфекципе аптракансен шучӗ икӗ хут нумайланнӑ. Вӗсенчен ҫурри - ачасем. Лаборатори тӗпчевӗсем ытларах аденовирус, риновирус тата парагрипп сарӑлнине ҫирӗплетнӗ. "А" йышши гриппа чирлекенсем те сайра хутра тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра вӑтамран кунне коронавирус ернӗ 115 тӗслӗх шута илеҫҫӗ. 

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Петр Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больницӑра пулса курчӗ. Ирхине поликлиникӑна шӑнкӑравласа ҫитме питӗ йывӑр. Аптраса ӳкнисем тухтӑра киле чӗнеҫҫӗ. Кӑнтӑрла тӗлне ҫеҫ телефон линийӗ пушанать. Камӑн вара вӑйӗ пур - больницӑна хӑйсене тӗллӗн килеҫҫӗ. Тин кӑна вирус ҫаклатнисем валли хӗрлӗ зонӑра пӳлӗм йӗркеленӗ. Унта уйрӑм алӑкран кӗреҫҫӗ. Ҫакна ыттисене чирлеттерес мар тесе тунӑ. 

Ку кӗркуннехи-хӗллели сезон тӗлне гриппран республикӑра пурӑнакансен 45 процентне вакцинациленӗ. Ковидран та прививка тӑваҫҫӗ. Лару-тӑру вара ҫивӗчленсех пырать. Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсен шучӗ 1,3 вуннӑмӗш хут ӳснӗ. Вӗсенчен 61 проценчӗ Шупашкарта пурӑнакансем. 

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Михаил Солин