Республикӑра шӑнса пӑсӑлнисен шучӗ ӳсет

Иртнӗ эрнере ку кӑтарту 20 процент нумайланнӑ. Тухтӑрсем патне 13 пин те 500 ҫын пулӑшу ыйтса пынӑ. Вӑл шутран ытларах пайӗ Шупашкарта - 9 пин ытла пациент. Кун пирки регионти Роспотребнадзор пӗлтерет. 

Температура хӑпарать, ӳсӗрттерет, пыр ыратать - ҫаксем вирус инфекцийӗн паллисем. Шупашкарти 1-мӗш клиника больницин поликлиникине пыракан кашни ҫын тенӗ пекех асӑннӑ чир палӑрӑмӗсемпе килнӗ. Поликлиникӑсем вӑйлатнӑ йӗркепе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та малтанхипе танлаштарсан, халӗ тухтӑр патне хӑвӑртрах кӗрсе тухма пулать, теҫҫӗ ҫынсем.

Ленинла Комсомол урамӗнчи 3-мӗш поликлиникӑра чирлисене 11 тухтӑр - ирхине, 11 каҫпа йышӑнать. Унсӑр пуҫне пациентсем патне киле тухса ҫӳрекен 7 бригада йӗркеленӗ. Ҫакӑ ӗҫе самай ҫӑмӑллатнӑ.

Палӑртмалла, больничнӑй хучӗсене тӑсма е хупма инҫет мелпе пулать. 44-57-52 номерпе шӑнкӑравласан тухса ҫӳреме те кирлӗ мар. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем профилактика йӗркисене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ун пек вируса ҫаклатас хӑрушлӑх самай чакать.

Диана Иванова, Михаил Солин, Святослав Петров