Республикӑра пурӑнакансен 60 процентне коронавирусран прививка тума палӑртаҫҫӗ

Чӑваш Енре те халӑха коронавирусран вакцинаци тӑвас ӗҫ пуҫланнӑ. Республикӑна кӳрсе килнӗ Спутник V эмелӗн черетлӗ партийӗ ҫийӗнчех пӗтнӗ. Апла пулин те, ковидран хӳтӗленес кӑмӑллисем малалла ҫырӑнма пултараҫҫӗ.

Планпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ене малтанхи тапхӑрта икӗ пайран тӑракан 4 пин ҫурӑ доза эмел кӳрсе илнӗ. Паянхи куна 2 пин те 612 ҫынна прививка тунӑ, вӗсенчен 497-шне - иккӗмӗш хут. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере тата 17 пин ҫурӑ доза килмелле, нарӑс уйӑхӗнче - 27 пин те 400, пуш уйӑхӗнче вара тата ытларах. Вӑл шутра иккӗмӗш вакцина - Эпивак та пулма пултарать. Ҫапла вара Чӑваш Енре пурӑнакансем пуш уйӑхӗнчен эмеле суйлама та пултараҫҫӗ. Республикӑри пур районпа хулара та вакцинацие хатӗр. Прививкӑна 28 медицина организацийӗнче тӑваҫҫӗ. Шупашкарта 8 пункт уҫнӑ, республикипе пурӗ - 33. Чиртен хӳтӗленес тесен участокри терапевт патӗнче е регистратурӑра, ҫавӑн пекех 122 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. 

 

Екатерина Фомина, Диана Иванова, Татьяна Иванова, Семен Антонов