Республикӑра "Перекетлӗ поликлиника" проект вӑя кӗрет

Ҫакӑ чирлисемшӗн те, тухтӑрсемшӗн те питӗ меллӗ. Патӑрьелти ҫӗнетнӗ сыватмӑшра япӑх куракансене те тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх туса панӑ. 

"Перекетлӗ поликлиника" проект "Чӑваш Енре" 2018-мӗш ҫулта ӗҫе кӗме тытӑннӑ, халӗ республика анлӑн ҫак ҫӗнӗ йӗрке ҫине куҫса пырать. Ӑна пула медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ те ӳснӗ. Меллӗх регистратурӑранах пуҫланать. Администраторсемпе тӳрреммӗнех калаҫма май пур, картотека юнашар - пациентӑн сывлӑх кӗнекине хӑвӑрт тупма пулать. Мӗнпур врачсен кун йӗркине пысӑк стенд ҫине вырнаҫтарнӑ. Тухтӑр пӳлӗмне те нуммай шыраса ҫӳреме кирлӗ мар - вӗсене, миҫемӗш хутра вырнаҫнине кура, тӗрлӗ тӗспе паллӑ тунӑ. Ҫутӑ хатӗрӗсем, сӗтел-пукан, черетре кӗтсе лармалли вырӑн - йӑлтах хӑтлӑ та канлӗ.

Инфекци уйрӑмне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн палатӑсенчен бокс тунӑ, пурӗ 15 вырӑн, вӗсенче сывлӑша тасатмалли уйрӑмшар хатӗр вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ ҫулсенче кунта ковид ернисене сипленӗ, юлашки вӑхӑтра ытларах ӳслӗк, сунас ернисене, вар-хырӑм инфекцийӗпе аптранисене, коклюшпа чирлисене - ачасене те, ҫитӗннисене те - сыватаҫҫӗ. 

Сывлӑхне тӗрӗслес текенсем медицина профилактикин кабинетне кӗме пултараҫҫӗ, унта тухтӑрсем вӑрах кӗттермесӗр пӑхаҫҫӗ, тӗрлӗ врачсем патне кайма, анализ пама хут ҫырса параҫҫӗ. "Кун пек хӑтлӑ та меллӗ поликлиника Шупашкарта та ҫук-тӑр" теҫҫӗ кӑмӑллӑ пациентсем. 

Сӑмах май, иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра мӗнпур ача-пӑча поликлиникине, ҫитӗннисенне - 80 процент таран ҫакӑн йышши перекетлӗ технологи ҫитнӗ. 

Марина Карягина, Татьяна Иванова, Михаил Солин