Ача-пăча клиника больницинче çакнашкал операцие çĕнĕ мелпе 2008-мĕш çултанпа тӑваҫҫӗ. Ҫак тапхăрта тухтăрсем 300 ытла ачана пулăшнă. Хирургсем эндоскопи мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шыҫҫа 2-3 миллиметр ӳте шӑтарса ятарлӑ хатӗрсемпе касса илеҫҫӗ. Ҫакӑнта вӗсене экран пулӑшать. Операци вӑрӑма тӑсӑлмасть - 15-25 минут пырать. Унтан ача наркозран вӑранать. Тухтӑрсен сӑмахӗпе вӑл хăйне тепӗр куннех лайăх туять. 3 кун ун сывлӑхне асӑрхаса тăраççĕ те киле яраççĕ.
Алена Артемкина, Михаил Солин