Республикӑра коронавирусӑн ҫӗнӗ штамӗ сарӑлассинчен шикленеҫҫӗ

Омикрон штамне тупса палӑртнӑранпа нумай вӑхӑт иртмерӗ пулин те, вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Ҫакӑ чылай ҫын вакцинациленменнипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ тухтӑрсем. Пирӗн республикӑра та ку вируспа аптранӑ пӗр пациента тупса палӑртнӑ. Халь вӑл вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче сипленет. 

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, омикрон штамӗпе кӗске вӑхӑтра чылай ҫын аптрама пултарать. Шупашкарта 1954-мӗш ҫулхи арҫынӑнне ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл коронавирусран прививка туса хӳтӗленнӗ. Ҫавӑнпа чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет. Унӑн ҫемйи те халь карантинра. Вӗсен сывлӑхне тухтӑрсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Арҫын тӗрлӗ хулана, ытти ҫӗршыва тухса ҫӳремен. Апла тӗп хулара омикрон вирусне "ҫаклатнӑ" ҫынсем тата пур. Енчен те коронавирус ерсен вӑтамран тепӗр 14 кунтан тин пӗрремӗш симптомсем палӑрнӑ пулсан, омикрон 3-4 кунтанах хӑйӗн пирки "пӗлтерет". Шала кайнӑ чирпе аптракансен уйрӑмах сыхланмамалла. 

Алена Артемкина, Михаил Солин