Анат Чаткас Шӑмӑршӑран 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ - Тутарстан чиккипе юнашарах. Пассажирсене турттаракан транспорт кунта ҫӳремест, район центрне ҫитме ял халӑхӗн такси чӗнмелле. Ҫавӑнпа та сиплев учреждени кирлех пулнӑ. Унччен тухтӑрсем пациентсене ача сачӗ пулнӑ ҫуртра йышӑннӑ. Пӳлӗмсенче сивӗ хуҫаланнӑ. Халӗ вара врачсене ҫӗнӗ ҫурта куҫарнӑ. Ӑна хальхи йӗркесене пӑхӑнса йӗркеленӗ: машинпа пырса чарӑнма меллӗ, сусӑрсем пирки те манман. Сиплев учрежденийӗ пациентсене паян-ыран йышӑнма пуҫлӗ. Халӗ кунта сӗтел-пукан вырнаҫтараҫҫӗ, пулӗмсене тасатса тирпейлеҫҫӗ. Амбулаторире терапевтпа педиатр валли кабинетсем йӗркеленӗ. Ытти специалистсем Анат Чаткаса ятарлӑ графикпе килӗшӳллӗн килсе ҫӳрӗҫ.
Вероника Павлова, Татьяна Иванова, Святослав Петров