Кӑкӑр ракӗ - чи анлӑ сарӑлнӑ усал шыҫӑ. Раҫҫейре ҫулсерен тухтӑрсем 70 пин ытла пациентӑнне ӑна тупса палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ 15 ҫулта ҫак амакпа аптракансен йышӗ 2 хут ытла ӳснӗ. Чӑваш Енре кӑҫалхи 9 уйӑхра 414 хӗрарӑмӑнне кӑкӑр ракӗ пуррине асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 381 тӗслӗх пулнӑ. Чире шала кайиччен асӑрхасан сывалма ҫӑмӑлрах. Ҫавна май республикӑра профилактика ӗҫне йӗркелеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑкӑр ракне хирӗҫ кӗрешмелли акцисем иртӗҫ. Ҫак кунсенче хула больницинче куҫса ҫӳрекен маммографи комплексӗ ӗҫлӗ. Кӑмӑл тӑвакансем 8-тан пуҫласа 16 сехетччен тӗрӗсленме пултарӗҫ.
Алёна Артемкина, Андрей Шоклев