Республикӑра гипермаркетсене кьюар-кодпа кӗртме пуҫланӑ 

Шупашкарти хӑш-пӗр суту-илӳ центрӗсенчи лару-тӑрӑва пӗрремӗш кун ятарлӑ комисси тӗрӗслерӗ. Вӗсемпе пӗрле тавар туянакансен кӑмӑлне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те тӗпчерӗ. 

Кьюар-кодсӑр, вакцинаци сертификачӗсӗр е ПЦР-тестсӑр халӗ республикӑри 14 суту-илӳ центрне кӗртмеҫҫӗ. Ҫак списока пин тӑваткал метртан пысӑкрах лаптӑклӑ, апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне промышленноҫ таварне сутакан лавккасем кӗнӗ. Эпир пулса курнӑ икӗ суту-илӳ центрӗнче те - "Карусельпе" "Лентӑра" та - хуралҫӑсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ. Планшетсемпе телефонсемпе усӑ курма вӗреннӗ. "Карусельте" документсене иккӗн тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Лавккана вара харӑсах 10-шар ҫын килет. Ҫавӑнпа алӑк умӗнче черет пухӑнса кайма пултарать. "Лента" гипермаркетра тӗрӗслекенсен шучӗ 3 хут нумайрах пулин те, ҫавӑн пекех ӳкерчӗк. Комисси суту-илӳ центрӗсене килесси пирки асӑрхаттарман пулин те, пӗрремӗш кунне пысӑк ҫитменлӗхсем тупмарӗ. Тавар туянакансем те майӗпен ҫӗнӗ йӗркене хӑнӑхса пырасса шанаҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов