Республикӑра ача кӗтекен хӗрарӑмсене ковидран прививка тума пуҫланӑ

Вӗсене варти пепке 22 эрнерен иртсен "Спутник Ви" эмелпе вакцинацилеҫҫӗ. Президент перинаталь центрӗнче 4 хӗрарӑм коронавирусран хӳтӗленнӗ ӗнтӗ.

Ольга Еремина иккӗмӗш ача кӗтет. Халь ун варти пепки 36 эрнере. "Тухтӑрпа канашларӑм та хӑрушӑ чир ертес мар тесе коронавирусран прививка тутарма васкарӑм, - тет вӑл. Раҫҫейри Сывлӑх Сыхлавӗн министерстви пулас амӑшӗсемпе кӑкӑр ҫитерекенсене вакцинацие хутшӑнма ирӗк панӑ. Президент перинаталь центрӗнчи тухтӑрсем ача кӗтекенсене пурне те прививка тума сӗнеҫҫӗ. Паянхи кун Чӑваш Енре ача кӗтекен 14 хӗрарӑм коронавируспа чирлет. Вӗсен сывлӑхне тухтӑрсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене стационарта выртнӑ чухне вакцинацилеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гриппран та вӑхӑтра прививка тутарма сӗнеҫҫӗ тухтӑрсем. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров