Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин медицина службине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ

Ҫакӑн ҫинчен ӗмӗр каялла Шалти ӗҫсен халӑх комиссариачӗ приказ кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӗпернесенче милици управленийӗсенче чирлисене йышӑнмалли уйрӑмсем уҫмалла пулнӑ. Ҫак паллӑ кунпа республикӑри шалти ӗҫсен медицина службинче тӑрӑшакансене тата ветерансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Сывлӑх сыхлавӗ - Шалти ӗҫсен министерствин уйрӑлми пайӗ. Чӑваш Енри йӗрке хуралӗн медицинӑпа санитари служби поликлиникӑпа госпитальтен тӑрать. Вӗсем паянхи кун ыйтнине тивӗҫтерекен учрежденисем. Пакунлӑ медицина ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе йӗрке хуралӗнче тӑракансем, ветерансем тата вӗсен ҫемйисем пысӑк пахалӑхлӑ медицина пулашӑвӗ илеҫҫӗ. Пандеми вӑхӑтӗнче те кунти тухтӑрсем сывлӑх сыхлавне хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Хушма профилактика мерисене йышӑнассипе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Олег Николаев ҫак тата ытти тивӗҫсене палӑртрӗ. Уявра ӗҫре палӑрнисене наградӑсемпе чысларӗҫ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин