7-ри Нина Куценкова ют ҫӗршывра 2 уйӑх сипленнӗ. Халӗ хӗрача хӑйне аван туять. Малтан Куценковсем Китая реабилитаци тухма тесе кайнӑ, каярах операци те кирлӗ пулни палӑрнӑ. Ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхассипе йывӑрлӑхсем пулман, тухтӑрсемпе тӑлмачӑ пулӑшнипе хутшӑннӑ. Аякра Куценковсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Китай стени патне экскурси те йӗркеленӗ. Нина тус-юлташсем часах тупнӑ. Унпа пӗрлех Чӑваш Енри темиҫе ача сипленнӗ.
Орловсем те унта пулнӑ вӑхӑта ырӑпа аса илеҫҫӗ. Дима пӗчӗкрен сусӑр, 2023-мӗш ҫулта вӑл та ют ҫӗртен Шупашкара килнӗ тухтӑрсен тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, сипленме кайма йыхрав илнӗ.
Китайра сипленнӗ тӑкаксене Раҫҫейри ача-пӑча фончӗ саплаштарнӑ. Унӑн ертӳҫи Дмитрий Лиханов клиникӑна хӑй ҫитсе мӗнле пулӑшу кӳнипе паллашнӑ. Ачасем малалла Шупашкарти реабилитаци центрӗнче сипленӗҫ.
Алиса Александрова, Дарья Петрова, Виктор Степанов