Ку акци - Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе йӗркеленӗ "Сывлӑх патне утӑм" проекта малалла тӑсни. Вӑл ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма, сывлӑхне вӑхӑтра тӗрӗслеттерсе чире пуҫламӑш тапхӑрӗнче тупма пулӑшать. Шупашкарта пурӑнакан Елизавета Димитриева сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе кашни кунах темиҫе ҫухрӑм ҫуран утма тӑрӑшать, профилактика тӗрӗслевӗ пирки те асра тытать.
Кашниех кунта анализсем пама, ЭКГ тутарма, терапевт, стоматолог, офтальмолог, дерматолог, онколог консультацийӗсене илме, тур паллисене тӗрӗслеттерме пултарчӗ. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем тӗрӗс апатланма, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама вӗрентрӗҫ.
Лариса Тарасова министр палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр "Сывлӑх патне утӑм" проектпа килӗшӳллӗн республикӑра пурӑнакан 70 пин ытла ҫын пульницӑна каймасӑрах профилактика тӗрӗслевӗ витӗр тухма пултарнӑ. Ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑсма, ытларах ҫынна явӑҫтарма тӗллев лартнине каларӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








