Пӗр вырӑнтах тухтӑр канашне илме те, сипленме те пулать

Республикӑри офтальмологи клиника больницинче тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ача-пӑча уйрӑмӗ уҫӑлчӗ.

Ача-пӑча уйрӑмӗ консультаципе диагностика блокӗнче вырнаҫнӑ. Кунта пӗчӗк пациентсем вырӑнти тухтӑрсем янипе килеҫҫӗ. Офтальмологсем куҫ ҫивӗчлӗхне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, ӑна мӗнле лайӑхлатмаллине ӑнлантараҫҫӗ. Ачасене пулӑшма кунта час-часах тӗрлӗ тренажерпа усӑ кураҫҫӗ.

Коридорта пациентсем валли нумай кӑсӑклӑ япала вырнаҫтарнӑ. Вӑйӑсем куҫ ывӑннине пӗтӗрме пулӑшаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ал пӳрнисене аталантараҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли вара - консультаци те, тӗрӗслев те пӗр вырӑнта тухма пулать. Кабинетсенче ҫутӑ та хӑтлӑ. Диагностика пӳлӗмӗсене ҫӗнӗ приборсемпе тивӗҫтернӗ.

Пӗлтӗр республикӑра мӗн пур ача-пӑча поликлиникинче тата аслисен больницисен 80 процентӗнче перекетлӗ технологисене ӗҫе кӗртнӗ. Ҫакӑ медицина пулӑшӑвӗ ыйтса килекенсемшӗн те, тухтӑрсемшӗн те питӗ меллӗ.

Диана Иванова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов