Паян Раҫҫейре - донор кунӗ

Ӑна палламан ҫынсен сывлӑхне, хӑш чухне пурнӑҫне упраса хӑварма пулӑшас тесе юн паракансене халалланӑ.

Коронавирус чирӗ  сарӑлнӑ хушӑра чылай тӑрӑхра донорсен шучӗ чакнӑ. Республикӑри юн станцийӗнче те  ҫакнах  палӑртаҫҫӗ, кунсерен кунта 70  ҫынна йышӑнмалла. Ятарлӑ служба унччен районсене е предприятисене тухса ҫӳренӗ пулсан, халь ун пек май ҫук. Юн станцийӗнче донор пулас текенсене хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса йышӑнӑҫҫӗ: кашни килекене аллине дезинфекцилесен,   ӳт температурине виҫсен кӑна ирттерсе яраҫҫӗ.

Ирина Николаева, Виктор Степанов