Паян - рак чирне хирӗҫ кӗрешмелли Пӗтӗм тӗнчери кун

Республикӑри онкологсем шыҫӑ тупса палӑртассипе уҫӑ алӑк кунне йӗркелеҫҫӗ. 

Республикӑри онкологи диспансерӗнче 3D форматпа кӑтартакан лапароскопи хатӗрне вырнаҫтарнӑ. Ахаль пӑхсан экран ҫинче ӳкерчӗк лайӑх курӑнмасть. Ҫавӑнпа тухтӑрсем ятарлӑ куҫлӑхпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хатӗрпе усӑ курса кӑткӑс операцисене ӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ хирургсем. Врачсем пациент диагнозне ҫирӗплетме хальхи йышши техникӑпа тӗплӗ тӗрӗслев тӑваҫҫӗ. Ятарлӑ зондпа тӗрлӗ органти улшӑнусене пӑхаҫҫӗ вӗсем. Кирлӗ пулсан ӳкерчӗке пысӑклатса пӑхма май пур. Онкологие малтанхи тапхӑрта асӑрхасан усал чиртен хӑтӑлас шанӑҫ пысӑк. Ҫавӑнпа специалистсем ҫынсене тухтӑр патӗнче тӗрӗсленсех тӑма сӗнеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра 4 пин те алла яхӑн ҫынӑнне шыҫӑ пуррине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 57 проценчӗн чир аталанма пуҫланӑ кӑна. 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов