Патӑрьел районӗнче харӑсах темиҫе медицина объекчӗ хута кайрӗ

Шӑнкӑртамра тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлчӗ. Ишлӗ, Каншел, Треньел, Кӗҫӗн Патӑрьел тата Тӑрӑн ялӗсенче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. 

Тӑрӑн ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне уҫма Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ҫитрӗ. Учреждение наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Ведомство ертӳҫин сӑмахӗпе, раштав уйӑхӗнче республикӑра 54 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла. Вӗсенчен 5-шӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнче. Шӑнкӑртамри ҫӗнӗ микрорайонта вара тухтӑр амбулаторийӗ уҫрӗҫ. Ку вӑл кунти ҫакнашкал иккӗмӗш учреждени. Ялӗ пысӑк - 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Шанкӑртамра унсӑр пуҫне икӗ медицина пункчӗ пур. Анчах вӗсем ҫителӗксӗр пулнине кура тепӗр сиплев ҫурчӗ хута яма йышӑннӑ. Амбулаторири тухтӑрсем ялти 2 пине яхӑн ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. 

Алена Артемкина, Святослав Петров