Пандеми вӑхӑтӗнче республикӑра васкавлӑ пулӑшу чӗнекенсем 6 хут нумайланнӑ

Пӗлтӗр медицина бригадисем чирлекенсем патне 320 пин ытла хутчен ҫитнӗ. Кашни 4-мӗш - коронавирус пирки.

Пандеми тапхӑрӗнче васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫӗ самай йывӑрланнӑ. Енчен те ытти ҫулсенче кашни оператор талӑкне ҫӗре яхӑн шӑнкӑрав йышӑннӑ пулсан, халӗ - 600 ытла. "03" службӑна пӗтӗмпе кунсерен 3 пин ытларах шӑнкӑрав килет. Ҫавна май бригадӑсен шутне 25 процент ӳстернӗ тата тепӗр 400 ҫынна ӗҫе илнӗ. Чӑваш Енре васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тытӑмӗнче 14 подстаци. Патӑрьелти - кӑнтӑр районсенче пурӑнаканакансене йышӑнать. Кунти 6 филиалта ӗҫлекенсем Комсомольски, Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел ҫыннисене пӑхса тӑраҫҫӗ. Подстанцире 9 бригада ӗҫлет, вӗсем кашни кун 6-7 ҫынна пулӑшу кӳреҫҫӗ. 

 

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов