Пациентсем кун пек операци хыҫҫӑн хӑвӑртрах ура ҫине тӑраҫҫӗ

Республикӑри кардиологи центрӗнче 3 ҫул каялла миниинвазивлӑ операцисем тума пуҫланӑ. Сиплев ӗҫӗнче пирӗн тухтӑрсене Мускаври Петровский ячӗпе хисепленекен хирурги центрӗнчи специалистсем пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене Иракли Киладзе кардиохируг мастер-класс кӑтартрӗ. 

Чӗре ҫинче миниинвазивлӑ операцисем тӑвас ӑсталӑха малтанах федераци клиникисенче ала илнӗ. Борис Петровский ячӗпе хисепленекен хирурги центрӗнче ҫӗнӗлӗхе 1996-мӗш ҫулта пурнӑҫа кӗртнӗ. Унтанпа регионсенчи хирургсем те хальхи сиплев мелӗпе анлӑрах усӑ курма пуҫланӑ. Республикӑри кардиологи диспансерӗнче 2022-мӗш ҫулта ҫак мелпе 2 операци тунӑ пулсан, 2023-мӗшӗнче - 16, пӗлтӗр вара 22 операци тунӑ. Ятарлӑ программӑпа кашни ҫулах инструментсене те ҫӗнетсех тараҫҫӗ.

Пӗчӗк касӑмлӑ операци хыҫҫӑн пациентсем, паллах, ура ҫине хӑвӑртрах тӑраҫҫӗ. Виталий Александров Мускаври хирурги центрӗнче чӗрине сипленӗ пулнӑ, халӗ вӑл Шупашкарта сывлӑхне ҫирӗплетет. Иракли Киладзе хӑйӗн пациенчӗ сывалса пынишӗн савӑнчӗ. Виталий Александрович хӑй те тухтӑр пулнӑран хирургсем еплерех яваплӑ ӗҫ тунине лайӑх ӑнланать.

Мускаври специалист Чӑваш Енри хирургсем ҫӗнӗ мелпе ӗҫлеме хатӗррине палӑртрӗ. Вӗсем шанчӑклӑ пулнине хӑй пӗрле 2 операцие хутшӑнса ӗненчӗ. Пирӗн республика миниинвазивлӑ хирургие аталантаракан регионсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетрӗ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров