Муркаш районӗнчи Шурчара кӗҫех фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ 

Кирлӗ оборудование вырнаҫтарсан унта района ятарлӑ программӑпа ӗҫлеме килнӗ Екатерина Студенцова шурчасемпе кӳстерексене медицина пулӑшӑвӗ пама пуҫлӗ.

Ҫӗнӗ сиплев ҫурчӗ аякранах илемлӗн курӑнса ларать. 80-мӗш ҫулсенче тунӑ кивӗ медпункта ака уйӑхӗнче пӑснӑ. Унта Екатерина Юрьевна 2 ҫул ӗҫленӗ. Алӑ вӗҫҫӗн шыв йӑтма та тивнӗ. Кивелсе ҫурӑлнӑ стенасем, ҫӗрӗшнӗ урай ҫамрӑк фельдшера кӑна мар, пулӑшу ыйтма килекенсене те сехӗрлентернӗ. Халӗ ҫӗнӗ пӳлӗмсене курса ҫаврӑннӑ май малашне ҫакӑнта ӗҫленишӗн чунтан савӑнатӑп, тет. Ҫутӑ та хӑтлӑ, пысӑк пӳлӗмсемлӗ фельдшерпа акушер пунктӗнчи мӗн-пур ӗҫе кӗске хушӑра вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫуртӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 4 миллион ҫурӑ ытла тенкӗ. Куллен кирлӗ медицина хатӗрӗсене кӳрсе килсе вырнаҫтарсан, чӳк уйӑхӗн вӗҫнелле 2 ялти ҫынсене йышӑнма та пуҫлӗҫ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин